Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Ишлей салинчи тĕслĕхлĕ библиотекăра чăвашсен хальхи вăхăтри паллă çыравçă-журналистпа Г.А.Максимовпа тĕлпулу иртрĕ.
Тĕлпулура Ишлей шкулĕнчи вĕренекенсем те хăйсен вĕрентекенĕсемпе хутшăнчĕç. Е.Н. Ермакова вĕрентекен çыравçă пурнăçĕ çинчен электронлă презентаци кăтартрĕ. Тăван ен культурине вĕрентекен И.А.Андреева çыравçăн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Геннадий Аркадьевич Максимов хăйĕн юлашки кĕнекипе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Çамрăк ăрăва пурнăçра ыррине усаллинчен уйăрма кирлине каларĕ. Çавăн пекех кĕнеке вулани çынна аталанма майсем туса панине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. Юлашкинчен çыравçă ыйтусем çине хуравларĕ, хăйĕн çĕнĕ кĕнекисене парнелерĕ.
Тĕлпулу пуриншĕн те усăллă иртрĕ.