Чи маттур хĕр ачасем.

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 9-мĕш классем хушшинче тĕрĕслев диктанчĕ иртрĕ. Çыракансем йышлă пулчăç. Пĕрремĕш вырăн çĕнсе илес тесе нумайăшĕ тăрăшрĕ. Чи таса та йăнăшсăр çыракансем иккĕн пулчĕç. Вĕсем 9б класра вĕренекенсем: Прокопьева Сабинăпа Никифорова Ирина. Маттурсем, хĕр ачасем!