Чăваш чĕлхи эрни

Чăваш чĕлхипе литература  эрнине халаланă ĕçсем

1.      Калаçу сехечĕ "Ырă ĕçсемпе тата килĕшÿре пурăнăр"

2.      Сǎвǎ вулакансен конкурсĕ "Эпĕ пĕчĕкçĕ чǎваш".

3.      Чăваш чĕлхипе литература эрнине халаланǎ хаçат

4.      «Илемлĕ чăваш тĕнчи» ÿкерчĕксен  конкурсĕ.

5.      "Мĕн? Ǎçта? Хǎçан?" вǎйǎ.

6.       Вăтам классенче ирттернĕ вăйă «Асамлăх тĕнчи»

7.       Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ - 2019.

8.      "Ай юрлар-и, ай ташлар-и" концерт

9.       Кĕнекесен выстовки.

10.   Калаçу сехечĕ "Чǎваш республикин симвǎлĕсем"

11.  Уява пĕтĕмлетни. Çĕнтерўçĕсене саламлани.

 

Калаçу сехечĕ " Ырă ĕçсемпе тата килĕшÿре пурăнăр ".

Ку эрнере кашни класрах вĕрентекенсем ачасене пирĕн патриархǎн халалĕпе паллаштарма тăрăшрĕç. Ачасем хăйсем те  Яковлев çырнă кĕнекесене интересленсе вуларĕç.

 

 

Сǎвǎ вулакансен конкурсĕ "Эпĕ пĕчĕкçĕ чǎваш"

Шкул сцени çинче чи пултаруллǎ сǎвǎ вулакансем хайсен пултарулǎхне кǎтартрĕç. Чи маттурри -1-мĕш класра вĕренекен – Ефимова София. Вǎл çĕнтерўçĕ ятне тивĕç пулчĕ.

 

Çак эрне хушшинче аслǎ класс ачисем  уяв ячĕпе виçĕ хаçат кǎларчĕç. Пĕрремĕш хаçат аслǎ вĕрентекенĕмĕре, Иван Яковлевич Яковлева халаланǎ. Иккĕмĕш, «Ахах» ятлǎ хаçатра, ачасем хǎйсен сǎввисемпе хайлавĕсене пичетлерĕç. Виççĕмĕш хаçатра Шупашкарти театрсемпе паллаштарчĕç.

 

"Илемлĕ чăваш тĕнчи" ÿкерчĕксен конкурсĕ.

 Ачасен ÿкерчĕкĕсенчен "Илемлĕ чăваш тĕнчи" конкурс йĕркелерĕмĕр. Чǎваш тӗнчин илемне ачасем тĕрлĕ енлĕ кăтартса пама пултарчес.

 

"Мĕн? Ǎçта? Хǎçан?" вǎйǎ.

"Мĕн?Ǎçта?Хǎçан?"вǎййа çиччĕмĕшсемпе саккǎрмĕшсем хутшǎнчĕç. Шкул ачисем вĕрентекенсене хирĕç вылярĕç. Нумай ыйту çине  тĕрĕс хурав пама пултарчĕç, анчах та пĕр очка выляса ярса учительсене мала тухма пулǎшрĕç. Вылякансене пылак призсемпе чысларĕç.

 

"Асамлăх тĕнчи" вайă.

Вăйăн  тĕп тĕллевĕ – Я.Яковлев пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тишкерсе ачасен тавракурăмне аталантарасси.  Ваййа хутшăнакансем 5-мĕш класра вĕренекенсем пулчĕç. Вайă интареслĕ иртрĕ. Пурте хастар пулчĕç. Финала Чигаркин Михаил тухрĕ. Ку ваййа выляса ачасем хăйсен пĕлĕвĕсене кăтартма пултарчĕç. Çĕнтерекенсем парнесĕр юлмарĕç.

 

Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ - 2019.

Ака уйахĕн 25-мĕшĕнче Чǎваш ен пĕтĕм чǎваш диктанчĕ çырчĕ. Пирĕн шкул ачисем те хайсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслес терĕç. Диктант çырма 9-мĕш класран 15 ача хутшǎнчĕ. Текст чǎвашсен пĕрремĕш актриси Тани Юн çинчен пулчĕ. Çыракансенчен иккĕшĕ "5" çырчĕ, вун пĕррешĕ - "4", иккĕшĕ - "3". Ачасем хǎйсен результачĕсемпе кǎмǎллǎ пулчĕç.

 

 "Ай юрлар-и, ай ташлар-и" концерт

Паян – чăваш чĕлхи кунĕ. Çак ятпа шкулта "Ай юрлар-и, ай ташлар-и" концерт иртрĕ. Шкул сцени çинче ачасем хайсен пултарулăхне хаваспах кăтартса пачĕç. Илемлĕ чăваш классикĕсен сăввисем янăрарĕç, кăмăла çĕклекен ташăсемпе юрǎсем пулчĕç. Ачасем актер ăсталăхне те питĕ ăста кăтартрĕç. Куракансем пурте кăмăллă юлчĕç.  

 

Шкул библиотекарĕ те ку уява хутшанмасǎр юлмарĕ. «Чǎваш халǎхне çутта кǎларакан» темǎпа кĕнеке выстовки йĕркелерĕ.

"Çуркунне çитрĕ" сочиненисен конкурсĕ.

Çуркуннепе пĕрле чǎваш чĕлхипе литература эрни те çитрĕ. Çавна май, 5-мĕш класри вĕренекенсем «Çуркунне çитрĕ» сочиненисен конкурсне хутшǎнчĕç. Сǎнарлǎ чĕлхепе 5-мĕш класра веренекен, Егорова А. çырса пама пултарчĕ.

 

Библиотекǎра 6-мĕш класс ачисем валли «Çынсем вулама пǎрахсан, шухǎшлама пǎрахаççĕ» темǎпа уçǎ урок КВН евĕрлĕ иртрĕ. Икĕ ушкǎн пĕр-пĕрин хушшинче ǎмǎртрĕç. «Чипер хĕрсем» амǎртура çĕнтерчĕ.