2020 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, мĕн пур чăваш Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшанчĕ. Пĕрисем радио-телевизор, теприсем Интернетри хутшăну тетелĕсене вырнаçтарнă аудиофайлсене итлесе хăйсем чăваш пулнине пĕлтерчĕç. Весем хушшинче пирĕн шкул ачисем те хаваспах диктант çырма кăмăл турĕç. 10-мĕшпе 11-мĕш класс ачисене асăнса хăврма пулать. Вĕсем: Арсентьева К.,Ердуков Д., Лошманова А., Орлова Т., Прокопьева С., Саракеева А., Степанова Д., Яруткина И., Маринова Т., Маринова Л. Çак ачасем чăвашла çырма пĕлни палла пулчĕ.
Çапла вара, эпир хамăр чăваш пулнине палăртрăмăр, тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван халăхран, тăван чĕлхерен хакли нимĕн те çуккине тепĕр хут диктант çырса аса илтĕмĕр. Малалла та кашни çулах активлă хутшăнасса шанатпăр.