Йăлана кĕнĕ май, ака уйăхĕнче пирĕн шкул ачисем хаваспах чăваш чĕлхи эрнине хутшăнма кăмăл тăваççĕ. Кăçал та тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшанчĕç. Çак мероприятисен тĕллевĕ: чăваш чĕлхине вĕренме хавхалантарасси, упраса хăварасси, аталантарасси.Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче икĕ 5-мĕш класс хушшинче «Чăваш чĕлхине пĕлекенсем» вăйă иртрĕ. Вунă тĕслĕ ĕçре кашни класс хăй пултарулăхне кăтартрĕ. «Чăваш чĕлхине пĕлекенсем» ята 5а класс тивĕç пулчĕ.7-мĕш классем ÿкерчĕксен конкурсне кăмалларĕç. «Килти чĕр-чунсем» конкурсра йытăпа кушака ÿкерсе сăнарласа парас ăсталăха витĕмлĕ кăтартма пултарчĕç.Çак эрнере чăваш чĕлхи уççăн кашни класра тенĕ пекех янăрарĕ. 8-мĕш класс ачисем тутлă апат-çимĕç пĕçерсе килсе тĕлĕнтерчĕç. Хăйсен рецепчĕсене чăвашла илемлĕ те таса чĕлхепе каласа пачĕç. Сăвă вулас ăсталăхра 6-мĕшсем пултаруллисем пулчĕç.Кăçал çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа шкул ачисем тĕрлĕ докладсем турĕç. Ачасене ытларах Сорокин С. доклачĕ кăмăла кайрĕ, вăл чăваш алфавичĕн кун-çулĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.