Краеведческий квест "Великий учитель и просветитель"

Краеведческий квест "Великий учитель и просветитель"

Ишлей шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литература кунӗсем иртеҫҫӗ. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Кӳкеҫри тӗп библиотекӑран хӑнасем пулчӗҫ. Вӗсем 9-мӗш классем хушшинче чӑваш халӑхне ҫулта кӑларакан, И.Я.Яковлев патриарха халаланӑ квест ирттерчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ пулас тесен ачасен ҫичӗ станци витӗр тухмалла. Пирӗн шкул ачисем ҫак вӑййа 9 минут хушшинче тухма ӗлкӗрчӗҫ. Ку ӗнте ытти шкулсемпе танлаштарсан - чи лайӑх вӑхӑт.
Маттур та пултаруллӑ пирӗн вӗренекенсем!