Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев
ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă
ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ –
2023» акци иртре.
Пирĕн вĕрентекенсемпе вĕренекенсем çак акцие яланхи
пекех хаваспах хутшанчĕç. Кăçалхи диктанта тăван халăхĕшĕн улăпла пысăк
ĕç тунă çынпа, Иван Яковлевич Яковлевпа çыхантарнă. Унӑн
тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. 19 çын
хӑйĕн пӗлӗвне, чӑвашла йӑнӑшсӑр ҁырассине, чарӑну паллисене тĕрĕс
лартассине тӗрӗслерӗ. «5» палла вунă вӗрентекенпе пӗр вӗренекен
тивӗҁрӗҁ, ыттисем те лайӑх çырчӗҁ.
Ман шутпа, Иван Яковлевич Яковлев çутта кăлараканăн ятне çамрăк ăру яланах асра тытĕ.
#Школьные_вести2022/23